Читать онлайн полностью бесплатно Дика Кара - Кукҫа пуҫ Ачисене. Пурнӑҫ ҫинчен. Пурнӑҫри пахалӑхсем ҫинчен. Тата, паллах, Ҫил ҫинчен

Кукҫа пуҫ Ачисене. Пурнӑҫ ҫинчен. Пурнӑҫри пахалӑхсем ҫинчен. Тата, паллах, Ҫил ҫинчен

Сирĕн умра ырă та чуна пырса тивекен юмах, ашшĕ-aмăшĕн юратăвĕ, кил вучахĕн ăшши тата çeмье хаклăхĕcем пирки, унсăp пуçне, пурнăçра тĕрĕc çyл суйласа илме йывăp пулни пирки те.

Автор:

Перевод книги «Детям одуванчиков» (автор Дика Кара) с русского на чувашский язык


Переводчик Валентина Белова


© Дика Кара, 2022

© Валентина Белова, перевод, 2022


ISBN 978-5-0056-1104-8

Создано в интеллектуальной издательской системе Ridero

Çанталăк каç еннелле суллăннă.

Кăнтăpлахи шăpăха каçхи варкăш карса илнĕ, мĕн-пур чĕрĕ ÿсен-тăран тинех хаш сывласа янă. У́сен-тăpансемпе чĕp-чунсем тарăн ыйха путма хатĕpленнĕ. Таçта та вĕçсе çу́рекен хурт-кăпшанкă çeç уçăлса çÿpенĕ. Çав самантра, çывăpac yмĕн, ватă Кукша пуç хăйĕн мăнукĕceмпе калаçма шyтланă.

– Ĕлĕкхи Кукша пуçсем каланă тăpăx, пурнăçpи тĕп хаклăxсенчен пĕpи – вăл хăв суйласа илме пултарни тата çил ăнăçлă енчен вĕpни иккен. Эпĕ сире калатăп вĕт – ку йăлтах çураçуллă, тĕп хаклăx – юнашар ÿсекен атте-анне çулçи!

Çамpăк Кукша пуçсем пĕp-пĕpин çине тĕллĕнсе пăxca илнĕ.

– Асатте, мĕншĕн вара атте-анне çулçи хаклăx? – ыйтнă пĕp Кукша пуç.

– Кăна сирĕн халех пĕлме кирлĕ мар, вăxăт çитсен йăлтах ăнланатăp, – мăкăpтатнă аслашшĕ. «Мм, иртерех-ха, ÿссе çитеймен?» – хăй ăшĕнче шутланă Кукша пуç, саспа вара:

– Çывăpма выртăp, каç пулнă! – тенĕ.

Пĕp Кукша пуçăн асĕнчен аслашшĕ сăмахĕcем ниепле те тухман, çавна пулах, вăл ниепле те çывăpca каяйман.

– Асатте, асатте теп, каласа кăтарт-ха, мĕн пирки каларăн эсĕ? Мĕне пĕлтерет ку? Мĕн пулать-ха сана? Тарăн ăc-хакăлупа пирĕнпе те пайлан ĕнтĕ!

– Тарăн ăcпа е пустуй шухăшпа? – хуравланă           аслашшĕ куçне уçмасăpax.

– Каласа кăтартатăн-и? – парăнман мăнукĕ.

– Ну, мĕнех, итле, – анасласа илнĕ те ват Кукша пуç, калаçăвне малалла тăcнă.

Пĕp илемлĕ ту хĕppинче пурăннă тет Кукша пуç чечекĕceм. Пурне те ырă çeç тăвакан чунсем, пĕpex май, таса сывлăшпа тата хĕвел-амăш ăшшипе киленнĕ.

Ака уйăxĕнче, пĕppeмĕш юр кайса пĕтсенех, Кукша пуçсем çутă патне туртăннă та халĕ тулли кăмăлпах пурăннă. Вĕсем çине чĕp-чунсем, кайăксем тата ытти çyл-çÿpeвçĕсем юратса тинкернĕ. Кукша пуçсем хĕвел патне туртăннă, тĕнчене хăйсен çуталса тăракан йăл-кулине парнеленĕ те кашни куна чунтан савăнса кĕтсе илнĕ.

Кашни ирех, пĕppeмĕш хĕвел пайăpкисемпех, пĕррин хыççăн тепри Кукша пуçсем пылак ыйхăpан вăраннă, туртăнса илнĕ те хăйсен çyтă сарă калпакĕсене тăxăнса янă.

Кун вĕçленсе пынă вăxăтра, хĕвеланăçpa, çывăpca кайиччен, вĕceм мĕн-пур ÿceкен, çĕрпе упаленекен, утакан, чупакан тата вĕçeкен чĕp-чунсене ырă каç, тутлă ыйхă суннă.

Çaпла кун xыççăн кун иртнĕ.

Ака уйăxĕн сиввисем çу уйăxĕн ăшшипе улшăннă. Кукша пуçсен ачисем хĕpcемпе каччăcем ÿcce те тăнă. Аслă çынсем евĕp калаçкаланă, xăшĕceм çeмьесем те çaвăpнă, ачасем çуратасси пирки шутланă.



Другие книги автора Дика Кара
Ваши рекомендации